Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сӑпка юрри (ҪТҪТС, ВРТТТ)

Пилеш йӳнчӗк авӑнать –
авӑнтӑр,
пӗчӗкки тӗлӗк курса
савӑнтӑр.

Аслати, ан кӗмсӗртет,
шӑпрах пул.
Сар хӗвел, кӗрсе пӳрте
ӑшшӑн кул.

Сӑпкана алне тӑсать
ҫут шевле,
пуҫӗнчен вӑл ачашлать
пепкене.

Пилеш йӳнчӗк авӑнать –
тӳстӗр-и?
Пӗчӗккийӗ карӑнать,
ӳстӗр-и!

Тӳпере тӑри юрлать,
«Тӑр-тӑри,
сӑпкара ача ҫыврать,
куртӑр-и?».

Сар ыраш ятлать лешне,
«Шӑптарах,
шурӑ лӗпӗш-тӗлӗкне
куртӑрах».

Пилеш йӳнчӗк авӑнать, –
авӑнтӑр,
пӗчӗккийӗ ҫывӑрса
савӑнтӑр.



 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-01-27 15:12:02 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3382 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем